Версия для слабовидящих |
18+
Выбрать регион

«Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Моргаушской районной газеты "Çĕнтерÿ ялавĕ" ("Знамя победы") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики»

429530, Моргаушский район, с. Моргауши, ул. Мира, 9а
телефон: +7 (83541) 6-21-36
e-mail: smi24@cap.ru

Çуркуннепе спорт уявĕнче

Муркаш районĕнче пурăнакансем Муркашăн тĕп лапамне Çуркуннепе Ĕç уявне паллă тума пухăнчĕç.

Муркаш районĕнче пурăнакансем Муркашăн тĕп лапамне Çуркуннепе Ĕç уявне паллă тума пухăнчĕç. Пысăк уяв кунĕнче, майăн 1-мĕшĕнче, спорт сезонĕ уçăлчĕ. Çак кун çăмăл атлетика енĕпе Муркаш райповĕн кубокне çĕнсе илессишĕн ăмăрту иртрĕ.

Уява Муркаш райпо канашĕн ертÿçи Б. Андреев уçрĕ. Ăмăртăва хутшăнма кăмăл тунă командăсене тав турĕ. Вăл палăртнă тăрăх, майăн 1-мĕшĕ пирĕншĕн чăннипех те пысăк уяв. Спорт уявĕ районта 15-мĕш хут иртет.

Çавăн пекех уяв пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев та саламларĕ. Ăмăрту хĕрÿ ĕç тапхăрĕпе - çура кипе - пĕр килнине палăртрĕ, муркашсем ĕçре те маттур, спортра та çивĕч.

Ăмăртăва шкулсен, ял хуçалăх предприятийĕсен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен, организацисемпе учрежденисен, ял тăрăхĕсен пĕрлештернĕ командисем хутшăнчĕç.

Ветерансен ăмăртăвĕнче В. Болеслав 3-мĕш, В. Иванов 2-мĕш, В. Сергеев 1-мĕш вырăнсене тухрĕç.

Организацисемпе учрежденисен ăмăртăвĕнче Муркаш больници 3-мĕш, Ярапайкасси ял тăрăхĕ 2-мĕш, Чуманкасси ял тăрăхĕ 1-мĕш вырăнсем тивĕçрĕ. А. Иванова чи çамрăк хутшăнакан пулчĕ.

Мала тухнă командăсене куçса çÿрекен кубокпа, дипломпа, хаклă парнепе чысларĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнтисем хаклă парнепе диплом тивĕçрĕç. Ăмăртура çĕнтернинчен ытларах хутшăнни пĕлтерĕшлĕ.

Уява пухăннисене концерт программи те савăнтарчĕ.

Автор: Анатолий Тихонов

По этой теме:

Лайкнуть:

Версия для печати | Комментировать | Количество просмотров: 14632

Поделиться:

Загрузка...
ОБСУЖДЕНИЕ ВКОНТАКТЕ
МНОГИМ ПОНРАВИЛОСЬ
НародныйВопрос.рф Бесплатная юридическая помощь
При реализации проекта НародныйВопрос.рф используются средства государственной поддержки, выделенные в соответствии с распоряжением Президента Российской Федерации от 01.04.2015 No 79-рп и на основании конкурса, проведенного Фондом ИСЭПИ
ПОПУЛЯРНОЕ
ВИДЕО
Яндекс.Метрика