Çакна иртнĕ эрнере район администрацийĕн яваплă ĕçченĕсемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тата халăхпа пĕрле сÿтсе яврĕç. Муркаш районĕнчи çынсемпе тĕл пулса тĕрлĕ ыйтăва хуравлама проектировщиксем, техника енĕпе специализациленнĕ предприятисен специалисчĕсем килсе çитрĕç.
Пирĕн район территорийĕ урлă иртмелли "Мускав - Хусан - Екатеринбург" пысăк хăвăртлăхлă магистраль (ВСМ) - Раççей Федерацийĕнчи пысăк хăвăртлăхлă чукун çул çыхăнăвне йĕркелессин пĕрремĕш тапхăрĕн проекчĕ. Çак магистралĕн "Мускав - Хусан" участокĕ Раççейĕн 7 субъекчĕ урлă иртет: Мускав хули, Мускав, Владимир, Чулхула облаçĕсем, Чăваш, Мари Эл тата Тутар Республикисем. Пысăк хăвăртлăхлă магистраль асăннă регионсен тĕп хулисене пурĕ 770 км трасса çинче çыхăнтарса тăрĕ. Сехетре пуйăс хăвăртлăхне 400 км таран ÿстерме май паракан трасса тăршшĕнче пурĕ 16 чарăну пулĕ. Чăваш Республикинче икĕ чарăну пăхса хăварнă: "Шупашкар" тата "Полянки" (Етĕрне районĕ).
Хальхи вăхăтра Мускавран Хусана çитме 14 сехет кирлĕ пулсан, ВСМ хута яни вăхăта тăватă хут чакарма май парать - вăл 3,5 сехетпе танлашĕ. Чулхуларан Хусана çитме вара 1 сехет çурă кăна кирлĕ пулĕ. Пĕтĕмĕшле илсен кÿршĕ регионсен тĕп хулисене çитме вăтамран 1 сехет кăна кирлĕ пулать. Кун пек хăвăртлăхпа çÿремелли магистраль Раççейре ку таранччен пулман.
Апла пулсан регионсем хушшинчи çыхăну та палăрмаллах вăйланĕ. "Мускав - Хусан" ВСМ регионсен аталанăвĕ, уйрăмах пĕчĕк хуласен аталанăвĕ çине ырă витĕм кÿрĕ: вĕсенче экономика кăтартăвĕсем, культура тата социаллă пурнăç шайĕ те ÿсĕ.
ВСМ хута кайни ĕç вырăнĕсен меллĕхне, социаллă, вăл шутра вĕренÿ, медицина объекчĕсен меллĕхне те ÿстерĕ. ВСМ туса хута яриччен те сахал мар ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ, ун хыççăн та (трассăна пăхса тăрассипе çыхăннă) ĕç вырăнĕсем пулмалла. Ахальтен мар ĕнтĕ ыйтăмсем ВСМ иртекен регионсенче пурăнакансен 85 проценчĕ çак магистрале тăвассине хапăлласа йышăннине кăтартса панă.
Халăх хутшăннипе проекта сÿтсе явассине йĕркелÿçĕсем ВСМ тăвасси нормативпа право акчĕсемпе килĕшсе тăнине пĕлтерчĕç, вăл шутра "Об охране окружающей среды" Федераци Саккунне тата Раççей Федерацийĕн патшалăх экологи комитечĕн хушăвĕпе çирĕплетнĕ "Положение об оценке воздействия намечаемой хозяйственной и иной деятельности на окружающую среду в Российской Федерации" документа.
Магистралĕн "Мускав - Хусан" участок проектне апрельте туллин хатĕрлесе çитереççĕ, çитес çулта вара строительство ĕçĕсене пуçăнмалла.
Проекта пăхсан пирĕн район территорийĕнче магистраль Ярославка, Юнкă, Хорнуй, Оринин, Ярапайкасси ял тăрăхĕсен территорийĕсемпе иртни аван курăнать. Çавăнпа та магистраль тăвас ыйтупа интересленекенсем хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене тĕрĕсех хускатрĕç.
Магистраль çут çанталăка сиен кÿмест-и? Выльăх çÿрекен вырăнсем патĕнчен магистраль епле иртет; Автомашинăсен çулĕсем урлă мĕнле мелпе каçать; Ял çывăхĕнчен иртет пулсан пуйăс сасси ытла хытă илтĕнмĕ-и; Магистраль хушма хуçалăхăн çĕр лаптăкĕпе юнашарах иртнĕрен пÿрт хăпартас ĕçе малалла тăсмалла-и?
Çак тата ытти ыйту çине тулли хуравсем пулчĕç, карттă çинче кăтартса тĕплĕн ăнлантарчĕç.
Специалистсем ВСМ туни çут çанталăка сиен кÿменнине пур енлĕ тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕç. Пуйăс нимĕнле сиенлĕ хутăшсем те кăлармĕ, мĕншĕн тесен магистрале электрификацилеççĕ.
"Пуйăс сасси вара хăлхана çурмалли сас мар, вăл, сăмахран, пĕр ял патĕнчен виçĕ çеккунтра иртсе кайĕ - сассине илтсе те юлмастăр", - терĕç специалистсем.
Ялсем çывăхĕнче шава ытларах чарас тĕллевпе ятарлă экрансемпе усă курса стенасем хăпартĕç.
Ку кăна та мар. Магистраль вăрмансем урлă иртнĕ вырăнсенче çуркунне кайăк-кĕшĕк чĕпĕ кăларнă вăхăтра та пуйăс сасси май пур таран шăппăнрах илтĕнтĕр тесе экрансемпе усă курĕç. Ку таранччен выльăхсем е чĕрчунсем каçса çÿренĕ вырăнсем те юлаççĕ, çĕнĕ кĕперсем те пулĕç.
Магистрале тунă вăхăтра эпир усă куракан автоçулсене çĕмĕрмессе те шантарчĕç специалистсем. Халĕ вара, магистраль иртекен çĕрсем федерацие кирлине шута илсе, çынсен е хуçалăхсен, е муниципалитетсен çĕр лаптăкĕсене илес тапхăр пуçланать. Федераци çак çĕрсене саккунпа килĕшÿллĕн туянать. Ытти çĕрти çакăн пек тĕслĕхсем çĕре сутакансем чухăнланса юлманнине шута илсен, ку тĕлĕшпе те сиен пулмалла мар.