Версия для слабовидящих |
18+
Выбрать регион

«Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Моргаушской районной газеты "Çĕнтерÿ ялавĕ" ("Знамя победы") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики»

429530, Моргаушский район, с. Моргауши, ул. Мира, 9а
телефон: +7 (83541) 6-21-36
e-mail: smi24@cap.ru

Чи хастар вĕрентекенсем

Вĕрентекенсен тата воспитательсен професси ăсталăхне тĕрĕслемелли конкурссен район тапхăрĕ хыçа юлчĕ. Ĕнер Муркашри вăтам шкулта районти чи лайăх педагогсене палăртрĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕпе

Р. Тимофеевпа

тата вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕпе

Зоя Дипломатовăпа

пĕрле çак кун шкул ачисем те вĕрентекенсене нумай ăшă сăмах каласа савăнтарчĕç. Муркаш шкул ачисен юрри-ташши вара вĕрентекенсен конкурс финалне чăн-чăн уяв сĕмĕ кĕртрĕ.

Сăн ÿкерчĕкре эсир район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ

Зоя Дипломатова

(сулахайри) районти çĕнтерÿçĕсене саламланине куратăр. "Çулталăкри воспитатель" конкурсра кăçал "Путене" ача садĕнчи

Ольга Прокопьева

çĕнтерчĕ. "Çулталăкри учитель" – Чуманкасси вăтам шкулĕнче музыка предметне вĕрентекен

Радимир Семенов

. Хушма пĕлÿ паракан педагогсенчен чи маттурри Ача-пăча пултарулăх çурчĕн педагогĕ

Наталья Борзаева

пулчĕ. "Чи лайăх класс ертÿçи" конкурсра 25 çултан кĕçĕнрех педагогсенчен Ильинка шкулĕнчи

Светлана Лопатинăна

палăртрĕç (сăн ÿкерчĕкре сулахайран сылтăмалла).

Анчах та çак сăн ÿкерчĕкре Чуманкасси вăтам шкулĕнчи 9 класс ертÿçи – районти "Чи лайăх класс ертÿçи"

Светлана Алексеева

çук. Районти финал кунĕнче вăл конкурсăн республика тапхăрне хутшăнма кайнине пĕлтерчĕç. Ăна тата республика тапхăрне хутшăнакан ытти педагога та ăнăçусем сунатпăр.

Автор: Н. Николаева, сăн ÿкерчĕкĕ

По этой теме:

Лайкнуть:

Версия для печати | Комментировать | Количество просмотров: 14831

Поделиться:

Загрузка...
ОБСУЖДЕНИЕ ВКОНТАКТЕ
МНОГИМ ПОНРАВИЛОСЬ
НародныйВопрос.рф Бесплатная юридическая помощь
При реализации проекта НародныйВопрос.рф используются средства государственной поддержки, выделенные в соответствии с распоряжением Президента Российской Федерации от 01.04.2015 No 79-рп и на основании конкурса, проведенного Фондом ИСЭПИ
ПОПУЛЯРНОЕ
ВИДЕО
Яндекс.Метрика